Пире вăрçă кирлĕ мар

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Çулĕсем иртнĕ пулсан та, суранĕсем халĕ те иртмеççĕ ватăсен.

Аслă Елчĕк ялĕнчен те çак вăрçа нумай çын хутшăннă. Шел те, вĕсенчен ытларахăшĕ каялла таврăнайман, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Пирĕн ентешсем хăюллă çапăçнă, чылайăшĕ паттăрлăх кăтартса орден-медале тивĕçнĕ. Вĕсен паттăрлăхне аса илтерсе ял варринче паянхи кун палăк ларать.

Манăн мăн кукаçи те Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. Василий Порфирьевич Егоров Элекçей Тимешре йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне хирте тыр-пул акма-вырма пулăшнă.

 - Пысăк тавра курăмлă, çемçе кăмăллăскерччĕ, - тесе аса иле тун пирки кукамай.

В. Егоровăн тепĕр икĕ пиччĕшĕ – Яккупа Иван та вăрçа хутшăннă. Вăрçă хирĕнчен вĕсем иккĕшĕ те каялла таврăнайман. Мăн кукаçие вара Турă сыхланă пулинех. Сулахай алăсăр пулсан та вăл сывах таврăннă. Бригадирта нумай çул ĕçленĕ. Вăрçă суранĕсене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

А. Патшин, Аслă Елчĕк шкулĕ.