«Пĕрлĕхре – вăй» форум ҫӳллĕ шайра иртрĕ

«Пĕрлĕхре – вăй» форум ҫӳллĕ шайра иртрĕ

 

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕп хулара чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕрлĕхре – вăй» регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен форумĕн виҫҫĕмĕш кунĕ иртрĕ. Уяв тӗрлӗ мероприятипе пуян пулчӗ. Форума килнĕ вӗрентекенсем Чăваш Республикин наци библиотекинче пуçтарăнчĕç. Пуҫтарăннă хăнасене чӑваш блогерӗ, видеограф, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчӗ Константин Доброхотов хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн радиохыпарлавăн аслӑ редакторӗ Валентина Белова чӑвашла калаҫакан пуканесемпе, чӑваш тӗрриллӗ тум-тирпе, канцеляри таварӗсемпе, савӑт-сапапа т.ыт.те пурне те тыткӑнларӗ.

Мероприятие килнĕ чăваш, тутар, пушкӑрт, мӑкшӑ, ҫармӑс, коми ҫыравҫисем, Атӑлҫи регионĕсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхене тата пуҫламӑш классене вӗрентекенсем, ытти хӑнасем «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» регионсен поэзи фестивалĕ уçăлнине халалланă хаваслă ларăва, И.Я. Яковлев палӑкӗ умĕнчи Чăваш чĕлхи кунне халалланă митинга тата «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса – Голос сердца. Посвящение Михаилу Сеспелю» курава уҫма хутшӑнчӗҫ.